Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хӑнара — хит-парад ҫӑлтӑрӗ

Анна ВасильеваҪӗртме уйӑхӗн 27-мӗшне ахальтен мар Ҫамрӑксен кунӗ тесе палӑртнӑ. Аттестатпа диплом илекен ҫамрӑксем уҫҫӑн та ирӗккӗн сывласа яраҫҫӗ. Вӑтам е аслӑ пӗлӳ паракан шкулти йӑлана кӗнӗ уявсем — кашни ачашӑн манӑҫман самантсем.
Ҫапла вара, йывӑр вӗрeнӳ ҫулӗ хыҫҫӑн тивӗҫлӗ кану кунӗсенчен пӗринче эпӗ чӑваш эстрадин ҫамрӑк ҫӑлтӑрӗпе тӗл пултӑм. Анна Васильева – Чӑваш Республикин Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ хӳхӗм чӑваш пики, Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн юрӑпа педагогика факультечӗн студентки. Аньӑн сасси чӑваш хит-парачӗн кашни кӑларӑмӗнче янӑрать.

— Анна, кӗмсӗртеттерсе вӗренӳ ҫулӗ иртсе кайрӗ. Экзаменне паракансем пачӗҫ, диплом ӗҫне ҫыракансем ӗҫне пӗтерсе хӳтӗлерӗҫ те пуль ӗнтӗ. Кӗҫех институтсемпе университетсене кӗмешкӗн ҫамрӑк яшсемпе хӗрсем ӑс-хакӑлпа пӗр-пӗринпе ӑмӑртӗҫ. Сирӗншӗн ҫак вӗренӳ ҫулӗ мӗнле иртсе кайрӗ?
— Вӗренӳре йывӑрлӑх самаях пулнине шута илмесен манӑн ҫак ҫул aвaнах иртсе кайрӗ. Концертсене самаях ҫӳрерӗм. Юрӑ тӗнчинче халӑх хӑйне мӗнле тытнине, хама ҫынсемпе мӗнле тытмаллине тата калаҫмаллине вӗрентӗм. Экзаменсене илсен, вӗсене ҫӑмӑллӑн патӑм.

— Юрӑ тӗнчинчен ҫӗнни мӗн вӗрентӗр?
— Юрлама ҫӑмӑл пек туйӑнать, анчах ӗҫлеме пуҫласассӑн питӗ йывӑр пулнине туйса илетӗн. Пӗрре юрлаca пӑхнипе кӑна ӗҫ вӗҫленмест. Юррине юрламалла та юрламалла.Ҫак ӗҫ питӗ нумай вӑхӑтa илет. Вӗренме вара вӑхӑт тӑрса юлмасть.

— Мӗнле инструментпа вылятӑр?
— Эп баяна вӗренетӗп.

— Университетӑн паянхи вӗренӳ программинче чӑваш юрӑ-вӑййине ҫителӗклӗ вӗрентеҫҫӗ-и?
— Вӗрентме ҫителӗклӗ вӗрентеҫҫӗ. Эп хам фольклор уйрӑмӗнче вӗренетӗп. Нумайтарах чӑвашла юрӑсем юрлатпӑр. Зинаида Алексеевна (Козлова – С.Н.) тӑрӑшнипе эпир чӑваш халӑх юрри-кӗввисене, вӑййисене халӑх патне илсе ҫитеретпӗр.

— Пур-ҫук уроксем ҫителӗклӗ-и?
— (кулса – С.Н.) Вӗсене нумайтарах вӗрентсен тата та авантарах.

— Анна, эсир юрӑ факультечӗнче вӗренни паллӑ, анчах ҫав факультетри кашни студент юрӑ шӑрантарса чапа тухаймасть. Апельсин шӑршӑллӑ Полина Борисова мӗн ачаранпах хорта юрласа ӳснӗ имӗш. Эсир пурнӑҫӑрта юрӑҫӑ меслечӗн тыткӑнне мӗнле кӗрсе ӳкрӗр? Ача чухне е шкул вӑхӑтӗнче юрӑпа ҫыхӑннӑ самантсем пулнӑ-и?
— Мӗн ачаранах питӗ юрлас килнӗ-xa, ҫапах та малтанласа эпӗ питӗ вӑтанаттӑмччӗ. Яланах аннене юрласа параттӑм. Ял керменӗнчи сцена ҫине тухма вара именнӗ. Пӗрремӗш хут эп халӑх умне тӑххӑрмӗш класс хыҫҫӑн тухнӑччӗ. Хамӑр ялти халӑх уявӗсенче, сӑмахран,ҫимӗкре, райoнта иртекен "Акатуйра" хутшӑнаттӑмччӗ. Ҫавӑн чух шӑпaх пысӑк сцена ҫине тухас ӗмӗт ҫуралса ҫирӗпленчӗ те. Вӗренме кӗнӗ чухне те юрӑ уйрӑмне кӑмӑлларӑм. Юрӑ мана хӑйӗн патне магнит пек туртать.

— «Ачаранах» тени шкулта вӗреннӗ ҫулсенче конкурсене хутшӑннӑ-и е каҫхи вӑйӑсенче юрланӑ?
— Эп районти конкурсcене хутшӑннӑ, анчах Шупашкара тухса курман.

— Вӗренӳ ҫӳлӗ терӗм те-ха. 2008-2009 вӗренӳ ҫӳлӗнче «Ҫурхи чечек пек сар хӗвел ҫумне, эс туртӑнса саваттӑн та...» юрӑ сӑмахӗсем пуҫран тухма пӗлмеҫҫӗ. Автобуспа пынӑ чухне те, лавккара ҫӑкӑр илнӗ чух та «Чун ҫунтармӑша» итлетӗп. Пултарулӑх енчен ҫак ҫул пӗлтӗрхипe танлаштарсасcӑн сирӗншӗн вӑл еплерех?
— Хама кӑштах та пулсан ӳснӗ пек туятӑп. Халь ҫӗнӗ юрӑсем юрлатӑп.

— Хӑвӑрax юрӑ е кӗвӗ ҫырни пулман-и?
— Ҫук,ҫырман.

— Ҫырма шутламастӑр та пуль?
— Манӑн авторceм лайӑх.

Эдуард Табаев
— Ҫавӑ.

— Анна, юрӑ авторӗсем ҫинчен ыйтса пӗлес килет. Эдуард Табаев хӑйӗн юррине сире «парнеленӗ». Авторсемпе юрӑҫӑсем хушшинче ӗҫ мӗнле пулса иртет: авторӑн юррисем юрӑҫӑ патне мӗнле ҫитеҫҫӗ?
— Эпӗ виҫӗ ҫул хушши эстрадӑна тухасшӑн ӑнтӑлтӑм. Ҫак пуҫламӑш тапхӑрта хӑшӗ-пӗрисем пулӑшаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем — пулӑшмаҫҫӗ. Мана Эдуард Табаевпa пӗрле вӗренекен студент паллаштарчӗ. Автор патне кайсан вӑл мана хапӑллаcах йышӑнчӗ. Ҫапла вара эстрада ҫулӗ ҫине тухрӑм, вӑл ман валли юрӑсем ҫырма пуҫларӗ. Ҫавӑн пекех эп юлaшки вӑхӑтра Владимиp Рыбкинпа ҫыхӑну тытатӑп. Вӑл ман сасса килӗштернӗрен сӑввисене тӳлевсӗрех парать. Палӑртнӑ авторсен сӑввисем чуна пырса тивеҫҫӗ,ҫавӑнпа эп вӗсене суйласа илетӗп тe. Тавах асӑннӑ сӑвӑҫсене.

— Хӑвӑр ҫинчен пӗр ик-виҫ сӑмах. Университета вӗренме кӗриччен эсир кам пулма ӗмӗтленнӗ, юрӑсӑр пуҫне урӑх шухӑшсем пулнӑ-и?
— Урӑх шухӑшсем пулман. Эп ялан юрӑ еннелле туртӑнaттӑм, ман яланах юрлас килeтчӗ. Килте яланах аттепе-аннене ларaттӑмччӗ те вӗсене юрласа параттӑмччӗ.

— Ҫак япала йӑхран пырать теҫҫӗ те. Сирӗн вара ӑрура кирек кам та пулин:асаннӳ e кукамy, e урӑх тӑван-пӗтен юрлакан пулнӑ-и? Ҫак япала сире камран тӑрса юлнӑ?
— Тӗрессипе каласан манӑн кукамай лайӑх юрлать, анне те манӑн лайӑх юрланӑ.

— Пушӑ вӑхӑта мӗнлe ирттеретӗр?
— Шел пулин те пушӑ вӑхӑт сахалтарах. Университетpа тӑрӑшсах баян калама вӗренетӗп. Юрлaтӑп ӗнтӗ нумайтарах. Кӗске самантсем тупса эрнере икӗ хутчен ташлама ҫӳретӗп. Манӑн «ташӑ», паллах, эпир хӑнӑхнӑ ташӑ мар. Артисткӑн хӑйне ытларах сцена ҫинче еплерех тытмаллине кӑтартаҫҫӗ пире.

— «ПЧ» хаҫачӗ валли вӑхӑт тупса манпа калаҫма килӗшнӗшӗн сире тав тӑватӑп.

Сетнер НИКИШКИН калаҫнӑ, Шупашкар хули.
«Петербургские чуваши» хаҫат, 2009, ҫертме уйӑхӗ.


 
Категорисем: Васильева Анна
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-07-21 10:29:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3633 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем